Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗҫлӗ алла хӗҫ касмасть (Кӗмел Кӗпер)

Урал тӑшман тапӑнсан.
Ӑна хирӗҫ, тухмалла;
Алла ҫут хӗҫ тытмалла.
Усал пуҫне касмалла.
Авалхи юрӑран.
>>
Пачман ҫулӗ халлӗхе ӑнӑҫлӑ пулса пычӗ. Ниҫта та чарӑнса тӑмалли нимӗнле чӑрмав та пулмарӗ. Улатӑр шывӗ урлӑ каҫсассӑн пӑлхарсен пысӑк мар текӗрчӗ сӗм вӑрмана кӗчӗ. Кунта ӗмӗрхи юмансем лаштӑрах сарӑлса ӳсеҫҫӗ пулсассӑн та ҫул сарлака, ялан ҫӳрекен ҫул. Ҫавӑнпа малалла кайма тата та ҫӑмӑл пулчӗ. Пачман ним ҫинчен шухӑшламасӑр учӗ ҫинче пынӑ ҫӗртех кӑштах канса илес терӗ. Анчах ку кӑна ҫителӗксӗррине тӳрех ӑпланчӗ. Вара ҫул хӗрринчех пысӑк уҫланка курчӗ те пӗтӗм текӗрчӗпех канма чарӑнас терӗ.
Йӗри-тавра ҫӳллӗ курӑк. Эккелсем учӗсем ҫинчен йӗнерӗсене илсе, пуҫӗсене вӗсем ҫиие хурса тӗлӗре пуҫларӗҫ. Утсем тулхӑра-тулхӑра курӑк ҫиме тытӑнчӗҫ. Хурал кӑна тӗлӗрмест. Хурал йӗри-тавра тимлесе пӑхса, вӑл-ку сиксе ан тухтӑр тесе, кӑралӗпех тӑрать.
Пачман кӑшт кӑна тӗлӗрсе те кайнӑччӗ ӗнте, ун патне хурал ертелейӗ чупса пычӗ.
— Ут ури сасси! — терӗ вӑл пӑшӑрханнӑн. — Нумай юланут!.. Пирӗн хыҫран килеҫҫӗ!..
Чӗрӗм хушшинче Пачман ури ҫине сиксе тӑчӗ:
— Хахайт! — хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл.
Кайма выртнӑ эккелсем пурте самантрах ури ҫине сиксе тӑчӗҫ те халь тесен халь вӑрҫа кӗме хатӗр паттӑрсем пулса тӑчӗҫ.
Анчах тӗрев кӑлӑхах пулчӗ иккен. Ҫул ҫинче сиккипе пыракан юланутҫӑсем курӑнса кайрӗҫ. Вӗсем никам ҫине те тапӑнма шухӑшламаҫҫӗ те. Уҫланка канма чарӑннӑ пӑлхарсене курсан аллисене ҫӗклесе саламларӗҫ те учӗсене чармасӑрах хӑйсен ӗҫӗпе малалла васкареҫ. Нумайӑн та мар хӑйсем, вунӑ-вуникӗ ҫын ҫеҫ. Пурте питӗ лайӑх хӑралланнӑ.
— Камсем пулчӗҫ вара кусем? — телӗнсе ыйтрӗ Пачманран хуралҫӗсен ертелейӗ. — Мӗншӗн чарӑнса тӑмареҫ?
— Эпӗ те чухламарӑм-ха, — хулпуҫҫисене сиктеркелесе илчӗ Пачман. — Пӗр-пӗр турхан е мӑрса ҫыннисем пулӗ. Пире, паллах, паллама пултарайман вӗсем. Эпир те хамӑр элеме ҫӗклемен те. Юрӗ, тем мар, атя, кӑштах канӑпӑр та малалла кайӑнӑр.

Кӑштах канса илнӗ хыҫҫӑн пӑлхарсен тӗкӗрчӗ малалла ҫул тытрӗ. Ҫул ҫинче нимӗнле чӑрмав та пулмарӗ. Каҫ пулнӑ тӗле пӑлхарсем сӗм вӑрмантан тухрӗҫ те ҫӗр каҫма тесе сарлака уя чарӑнчӗҫ.
— Чатӑр лартӑр! — хушрӗ Пачман.
Ытти каҫсенче Пачман чатӑр лартмасӑрах ытти эккелсемпе юнашар выртса ҫывӑратчӗ. Хальхинче чатӑр лартма хушни ертелее тӗлӗнтерчӗ. Анчах мӗн хушнине тума хӑнӑхнӑскер вӑл темиҫе эккелпе пӗрле хӑпӑл-хапӑл чатӑр лартрӗ те ун умне кӑвайт чӗртрӗ. Ку тӗле йӑлтах тӗттӗмленсе ҫитрӗ. Уйӑх ҫути те ҫук. Сарлака уйра йӗп чиксен те куҫ курмасть, темелле. Пӗртен-пӗр кӑвайт ҫути кӑна тавралӑха кӑштах ҫутатать. Акӑ, вӑл та сӳнчӗ ӗнтӗ.
Йӑлтах тӗттӗмленсе ҫитсессӗн, Пачман хӑйпе пӗрле чатӑрта пулнӑ юлташӗсене ури ҫине тӑратрӗ.
— Ним сасӑ тумасӑр чатӑр аркине ҫӗклесе хыҫалтан тухатпӑр, — хушрӗ вӑл.
Ку вӑл ахальтен маррине эккелсем тӳрех ӑнланчӗҫ. Ним сасӑ тумасӑр вӗсем хӑйсен канарӗ хыҫҫӑн чатӑр хыҫне тухреҫ.
— Ытти эккелсене калӑр та чатӑртан ҫирем-вӑтӑр утӑм каярах кайса выртӑр, — хушрӗ Пачман. — Пурте хатӗр тӑрӑр! Кӗҫех кӗтмен хӑнасем пулма пултараҫҫӗ. Анчах асӑрханӑр: нимӗнле те вӗсене курнине ан палӑртӑр. Ухӗ сасси тапӑнма хушнине пӗлтерет!..
Ку сӑмахсене илтсессӗн, пурте часах хаяр ҫапӑҫу пуҫланасса ӑнланса, хӑйсен канарӗ хушнӑ тӗле, чатӑртан аллӑ-утмӑл утӑм аяккарах кайса выртрӗҫ те кӗтме тытӑнчӗҫ. Анчах тӑшман килни-туни пулмарӗ-ха.
Каҫӗ чӑнласах та питӗ тӗттӗм. Ҫапах та тӗттӗмре выртсан-выртсан эккелсен куҫӗсем самаях кура пуҫларӗҫ. Питӗ тимлӗн йӗри-тавралла пӑхса выртрӗҫ эккелсем. Никам та килни-туни ҫаплах курӑнмарӗ-ха. Анчах Пачман хушмасӑр эккелсем хӑйсен вырӑнӗнчен пӗрре те хускалмарӗҫ.
Ҫил тухрӗ. Тӳпери сайра ҫӑлтӑрсем те сӳнчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра маленчен кӑвак ҫутӑ киле пуҫларӗ. "Нимле тӑшман та ҫук, тӗрев ахалех турӑм пуль", — тесе те шутлама тытӑнчӗ Пачман. Шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра ҫӗр айӗнчен тенӗ пек вунӑ-вуникӗ ҫын сиксе тухрӗҫ те уххисене ҫӗклесе ҫунакан ҫӗмренӗсене уй варринче капмарланса ларакан чатӑр еннелле вӗҫтерсе ячӗҫ. Куҫ хупса илмелӗх самантра пӗтӗм чатӑра ялкӑшах вут хыпса илчӗ. Ҫавӑнтах хайхи таҫтан килсе тухнӑ тӑшмансем ҫивчӗ хӗҫӗсене туртса кӑларчӗҫ те вут хыпса илнӗ чатӑр еннелле ыткӑнчӗҫ. Чатӑр патне чупса ҫитсе, хайхискерсем пӗр-пӗрне тӗрткелесех шала кӗрсе кайрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра ӳхӗ сасси илтӗнсе кайрӗ.
Ӳхӗ сассипе харӑсах Пачман ури ҫине сиксе тӑчӗ. Ун аллинче — ҫутӑ хӗҫ.
— Ҫавӑрса илӗр! — пӑшӑлтатса каларӗ вӑл хӑй хыҫҫӑн сиксе тӑнӑ юлташӗсене. — Пӗри те тарса ан кайтӑр!..
Пӗр-ик чӗрӗм хушшинче эккелсем ҫунакан чатӑра ҫавӑрса илчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра шалтан тӑшман ҫыннисем сике-сике туха пуҫларӗҫ. Шалта вӗсем никама та тупайман. Кунта, чатӑр тулашӗнче, хайхискерсене, Пачман эккелӗсем кӗтсе илчӗҫ. Аптраса ӳкнӗ вӑр-хурахсем хирӗҫ тӑма та пултараймарӗҫ, эккелсен хӗҫӗсем айне пулса йӑвана-йӑвана ӳкрӗҫ...
Ҫапӑҫу нумая пымарӗ. Пачманпа унӑн эккелӗсене ним систермесӗр ҫывӑрнӑ чухнех касса вӗлерме хатӗрленнӗ тӑшмансенчен пӗри те тарса каяймарӗҫ. Кайран кӑна, пӳтсӗрсене пурне те касса вӗлернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ, Пачман тӑна кӗнӗ пек пулчӗ те вӗсенчен пӗрне те пулин чӗррӗн тытса илменшӗн кулянса илчӗ:
— Эх, кам ҫапла пире вӗлерме янине тӗпчесе пӗлме пулатчӗ! — терӗ вӑл. — Ку вӑл ахальтен пулнӑ ӗҫ мар.
— Тӑхтӑр-ха, тӑхтӑр! — кӑшкӑрса ячӗ ҫав хушӑра ертелей. — Акӑ, палласа илтӗм. Ара, кусем паҫӑр кӑнтӑрла хамӑр канма ларнӑ тӗлтен иртсе кайнисем пулчӗҫ-ҫке!..
— Чӑнах та, — терӗҫ эккелсем, вилнӗ тӑшмансем ҫине пӑхса. — Пирӗн канар вара маттур. Ун чухнех хамӑр тӗлтен камсем иртсе кайнине ӑнланса илнӗ иккен.
— Юрӗ, — пурне те пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн каларӗ Пачман. — Ытла нумай пуплешсе тӑрар мар. Атьӑр, утсене йӗнерлер те ҫула тухар. Кӑшт аяккарах кайсассӑн, кӑнтӑрла канса илӗпӗр. Кунта нумай тӑни пире пӗрре те кирлӗ мар.
Эккелсем, ҫапӑҫура пулман пекех, курӑк ҫисе ҫӳрекен учӗсене кайса тытрӗҫ те вӗсене йӗнерлеме тытӑнчӗҫ.
— Ман хыҫҫӑн! — аллипе сулса чӗнчӗ вӗсене Пачман. Вӑл хӑйӗн утне сиккипе кайьеннелле ячӗ.

Ҫапла пилӗк кун кайнӑ хыҫҫӑн Пачман Ресан хулине ҫитрӗ.
Чӑнах та, питӗ вӑхӑтра ҫитрӗҫ кунта пӑлхарсем. Ылттӑнпик Ресан аслӑ кнеҫӗпе калаҫса тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле кӗрешессн пирки килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн Кейӳ хулине кайма шутланӑ иккен. Пӳлерти ӗҫсем пирки Пачман каласа пани патшана питӗ кулянтарчӗ. Вара вӑл Кейӳ хулинелле ҫул тытассине пӑрахӑҫларӗ те тӳрех каялла мальеннелле тухса кайрӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-14 13:30:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2649 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем